Шупашкарти тӗрлӗ шкулта вӗренекен сакӑр ача Михаил Ломоносов ҫулӗпе кайнӑ. Професси енчен мар-ха. Ятарлӑ конкурсра ҫӗнтерсе «Ломоносовский обоз. Дорога в будущее» (чӑв. Ломоносов тиевӗ. Малашлӑх ҫулӗ) проекта кӗнӗ.
Унта лекиччен вӗсем Ломоносов конкурсӑн куҫӑнсӑр тапхӑрӗнче тупӑшнӑ. Шупашкар ачисене илсен, 17 шкулти 9–10-мӗш классенче вӗренекен 70 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен саккӑрӑшне проекта суйласа илӗ. Вӗсем хулари 10-мӗш, 20-мӗш, 40-мӗш, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсенчен тата 4-мӗшпе 44-мӗш лицейсенчен. Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫамрӑк Михаил Лермонтов Холмогортан Мускава Славян-грек-латин академине вӗренме кӗме 1730-мӗш ҫулта кайнӑ ҫулпа курса ҫӳренӗ. Архангельскран хускалнӑскерсем Емецк, Вельск, Верховажье, Вологда, Ярославль, Аслӑ Ростов, Переславль-Залесский тата ытти хулана курнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул хаҫачӗсен регионсен хушшинчи «Пресса шкулӗ – 2016» пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Чыслава ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов хутшӑннӑ .
А. Иванов министр «Грани» издательство ҫурчӗн «Школа-пресс» проекчӗ ытти редакцисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, шкулсем кӑларса тӑракан хаҫатсен хушшинчи пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртнӗ. Кӑҫалхине федерацин Атӑлҫи округӗнчи 10 регионтан 200 шкул хаҫачӗ тӑратнӑ. «Шкул хаҫачӗсене кӑларса тата конкурса хутшӑнса ачасем шкул саккинченех пулас профессие алла илме хатӗрленеҫҫӗ. Ку питӗ ырӑ тӗслӗх. Вӗсем журналистика тата филологи факультечӗсен студенчӗсем пулӗҫ. Журналистика анинче пӗрремӗш утӑмсене тунӑ ӗнтӗ, — цитатӑлать Александр Иванов сӑмахӗсене «Хыпар» хаҫат.
Конкурс тӳрисен шучӗпе «Хула шкулӗнчи чи лайӑх хаҫата» Шупашкарти 61-мӗш шкулта тата Волгоградри 8-мӗш лицейре кӑлараҫҫӗ. «Ял шкулӗнчи чи лайӑх хаҫат» номинацире Тӑвай шкулӗнчи ҫамрӑк журналистсем ҫӗнтернӗ.
Болгарире шашка енӗпе иртнӗ ӑмӑртура Чӑваш Енри ҫамрӑк шашистсем тӑватӑ медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑртӑва 14 ҫӗршыври 210 шашист хутшӑннӑ. Шупашкарти 61-мӗш шкулта 6-мӗш класра вӗренекен Даниил Леонидов 11–13 ҫулсенчи ачасен хушшинче вӑйӑн виҫӗ тӗсӗнче те ҫӗнтернӗ. Даниил ҫапла майпа виҫӗ кубок, 3 ылтӑн медаль хуҫи пулса тӑнӑ.
Чи ҫамрӑккисен йышӗнче, 8 ҫул тултарманнисен ушкӑнӗнче, Артем Тихонов пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Даниил Леонидовпа Артем Тихонов Шупашкарти «Энергия» спорт шкулӗнче Вячеслав Суховичпа Андрей Унтин патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксем ҫул тӳпере вӗҫме ӗмӗтленеҫҫӗ. Кӑҫал 12 ача Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренме кӗнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Шупашкарти 61-мӗш шкултан.
Вӗсем виҫҫӗшӗ те пӗр класра вӗреннӗ, ҫавӑнпа аякра вӗсене ҫӑмӑлрах пуласса палӑртать ашшӗ-амӑшӗ. Канаш районӗнчи Алексей Миронов кӑҫал ака уйӑхӗнче МИ-34 вертолета пӗрремӗш хут ларса курнӑ. Унтанпа вӑл летчик пулма ӗмӗтленнӗ. Ака вӑл Сызраньти авиаци училищине вӗренме кӗнӗ.
Республикӑри 30 ача летчик пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах вӗсенчен 12-шӗ ҫеҫ училищӗне вӗренме кӗнӗ. Тепӗр иккӗшне Воронежри авиаци институтне янӑ. Медкомисси витӗр тухайманскерсем унта инженер специальноҫне вӗренӗҫ.
Палӑртмалла: юлашки 7 ҫулта Сызраньти авиаци училищине вӗренме кӗрекен чӑваш ачисен йышӗ 6 хут ӳснӗ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа акан 12-мӗшӗччен республикӑра «Хурасӑр пуҫне мӗнпур тӗс» ятпа ӳкерчӗксен конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Федерацин нарконтролӗн управленийӗ, Культура тата Вӗренӳ министерствисем тата «Ҫӗршывӑн ачисем — тивӗҫлӗ смена» коммерцилле организаци пӗрле йӗркеленӗ.
Конкурса 6 ҫултан пуҫласа 17-чченхисем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 1 183 ӗҫ тӑратнӑ. Ӗнер ҫӗнтерӳҫӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Мероприятие наркоконтроль управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Барсуков, хаклав председателӗ — И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн живопись кафедрин профессорӗ Анатолий Данилов тата ыттисем хутшӑннӑ.
6–10 ҫулхисенчен пӗрремӗш вырӑна Кӳкеҫри ӳнер шкулӗнче вӗренекен Татьяна Романова тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Шупашкарти 61-мӗш шкулти Екатерина Капралова тата Муркашри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи Екатерина Соколова пайланӑ. Вӑтам ушкӑнра, 11–13 ҫулсенчисен хушшинче, Етӗрнери ӳнер шкулӗнчи Руслан Блинов ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш вырӑнта — Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ Карина Земдиханова, виҫҫӗмӗшӗнче — Муркашри ӳнер шкулӗнчи Арина Еремеева.
Шупашкарти 61-мӗш шкулта ачасене электрон кӗнекесемпе вӗрентме пуҫласшӑн. Халӗ унта enTourage eDGe 2.0. икӗ экранлӑ электронлӑ панель хатӗрсенчен тӑракан мобильлӗ класа сӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлачран пуҫласа унпа биологи, истори, георграфи тата обществознани предмечӗсене ҫиччӗмӗшпе саккӑрмӗш классем вӗренеҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра улттӑмӗшсемпе ҫиччӗмӗшсем валли математикӑпа тата вырӑс чӗлхипе программа килессе шанаҫҫӗ.
«Ку вӑл пӗр предмета вӗренмелли учебник мар. Кашни комплекс Wi-Fi мелӗпе мӗнпур предмет вырнаҫнӑ портпа ҫыхӑнать. Экран ҫине текстсем, таблицӑсем, урокӑн видеовӗ тухать-мӗн. Иккӗмӗш экран тӑрӑх вара вӗрентекенпе вӗренекен ҫыхӑнать иккен.
Электрон комплексӗ ачасене йывӑр шкул сумкинчен хӑтарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шкула вӗренӳ кӗнекисене кӑна мар, дневникпа тетрадь те исле кайма тивмӗ — портал ҫинче ача миҫе илни те, вӑл задачӑна епле пурнӑҫлани те упранса юлать теҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Степанов Юрий Петрович (Листопад), паллӑ журналист ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |